Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗнче (вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ) харӑсах икӗ мероприяти иртмелле. Юрлакан ушкӑнсем ҫав кун
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестиваль-конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, хореографи ушкӑнӗсем — «На Волге широкой…» (чӑв. Аслӑ Атӑл шывӗнче...) ятлинче. Мероприятие Халӑх пултарулӑхӗн центрне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивале 19 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 33 ушкӑн хутшӑнмалла.
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестивальне юрлакан ушкӑнсене зонӑри тапхӑрпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 30-мӗшӗччен суйланӑ. Унта 38 хор тата 41 вокал ансамблӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑнта суйласа илни чи лайӑх ушкӑнсем гала-концертра куракана савӑнтарӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑтлӑ ҫурта 20 пин тенкӗ пама палӑртнӑ. Укҫана тивӗҫес текенсен хушшинче халӗ конкурс пырать. Уҫӑ сасӑлава нумай хваттерлӗ 18 ҫуртпа 45 организаци хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫулсерен ирттерекен ӑмӑртӑва икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Лучший цветник-клумба, газон на территории муниципальных учреждений, организаций/предприятий всех форм собственности» (чӑв. Муниципалитет учрежденийӗсен, мӗнпур харпӑрлӑх формиллӗ организаци/предприятисен лаптӑкӗнчи чи лайӑх чечек вырӑнӗ-клумба) тата «Лучший цветник-клумба, газон на придомовой территории многоквартирных домов» (чӑв. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен ҫумӗнчи территори чи лайӑх чечек вырӑнӗ-клумба).
Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырать, 18-мӗшӗнче конкурса пӗтӗмлетӗҫ.
Мускав облаҫӗнчи Домодедовӑра ҫунса вилнӗ арҫынсенчен пӗри Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшран, тепри Ҫӗнӗ Шупашкартан пулни паллӑ. Вӗсен арӑмӗсем тата ачисем тӑрса юлнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хыпар-хӑнара ӗненсен, пушарта вилнӗ тепӗр арҫын — Вӑрмар районӗнчен.
Аса илтеретпӗр, инкекӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине, 23 сехет те 17 минутра тухнӑ, ӑна ҫурҫӗр иртни 22 минутра сӳнтернӗ. Бытовкӑри ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ чӑваш пулнӑ.
Вилнӗ ҫынсем Домодедовӑра уйрӑм ҫын патӗнче стройкӑра ӗҫленӗ. Инкек сӑлтавне прокуратура тата следстви органӗсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ӑшӑтмалли хатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнине пула сиксе тухнӑ.
Шупашкарти ГЭСра автокран шыва ӳкнӗ. Хуралҫӑ катерпа пырса машиниста туртса каларнӑ, анчах вӑл сывлама пӑрахнӑ.
«Русгидро» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 12 минутра пулнӑ. Автокран кӗпер хӗрринчен темиҫе метр аяккарах пулнӑ. Пӑрӑхсене ҫӗкленӗ чухне автокранӑн сӑнни айккинелле кайнӑ. Ҫавна май машина Атӑла 13 метр ҫӳллӗшӗнчен кӗрсе ӳкнӗ.
Машинист 63-ре пулнӑ. Крана шыв айӗнчен кӑларман-ха. Авари мӗне пула тухнине ятарлӑ комисси тӗпчет. Тӗпчевҫӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова кӗҫех икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарать. Хӗрарӑм виҫҫӗмӗш ачине кӗтет.
Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер уйӑрса панӑ. Анчах кӗҫех Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ кун пирки суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл вӗсен имӗш.
Суд пулнӑ ӗнтӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ҫемьен хваттертен тухса кайма тивет. Хула администрацийӗ сусӑр ачана ҫитӗнтерекен хӗрарӑма япӑх лару-тӑрури хваттер уйӑрса панӑ. Хӗрарӑм унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Суд администрацие ҫемьене урӑх хваттере куҫарма ыйтнӑ. Анчах Соломонова ахаль тухса каясшӑн мар. Ара, вӑл унта юсав ирттерсе мӗн чухлӗ укҫа тӑкакланӑ-ҫке-ха.
Людмила, ҫитменнине, тепӗр уйӑхра ача ҫуратӗ. Администраци ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратма шантарнӑ. Анчах Людмила ӗҫ-пуҫ ун майлӑ вӗҫленессе ӗненмест.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Нелли Краснова Пӗтӗм Раҫҫейри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ӑсталӑх класӗнче Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Мускавра юпан 24-25-мӗшӗсенче иртнӗ.
Тӑван чӗлхе педагогӗсен (ҫав шутра вырӑс чӗлхи те пур) ӑсталӑх класне 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑра 300 ытла вӗрентекен хутшӑннӑ. Жюри чи лайӑх 40 педагога суйланӑ, вӗсене Мускава финала чӗннӗ. Финалистсен йышне Нелли Анатольевна та кӗнӗ.
Нелли Краснова методика пособийӗсен, чӑваш чӗлхи енӗпе хатӗрленӗ вӗренӳ пособийӗсен авторӗ. Унӑн вӗрентекенӗсем хула тата республика шайӗнче иртекен конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Раҫҫей Президенчӗн премине те тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулта харӑсах темиҫе ача наркӑмӑшланнӑ.
— Ҫиччӗмӗш тата пӗрремӗш классенче вӗренекенсенчен паян чылайӑшӗ шкула килмен. Пӗтӗмпе 50-а яхӑн ача. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑйра апатланнӑ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ, — пӗлтернӗ «PRO Город» портала ача амӑшӗсенчен пӗри.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче шкулти пӑтӑрмаха эпидемиологсем, ачасен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ те ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни, учреждение юсамашкӑн хупни, ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсенчен ун чух 58 ачапа 27 ҫын пулӑшу ыйтнӑччӗ.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курчӗ.
Пӑтрашуллӑ историрен ҫакӑ палӑрчӗ. Хӗрарӑм икӗ уйӑхри тӗпренчӗкне няньӑна парса хӑварнӑ. Пӑхнишӗн вӑл укҫа тӳлесе тӑнӑ, анчах ачипе кӑсӑкланман. Чирлесен те пӗчӗкскерпе пульницӑна няня выртнӑ. Зинаида Киргизован пӗлӗшӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, Надя (ньянӑна вӑл хӑйӗнпе малтанласа Регина тесе паллаштарнӑ. — Авт.) ӳтне сутса пурӑнать. Халӗ унӑн тепӗр ача, хӗр, ӳсет.
Кӑларӑма Надьӑн шӑллӗ, йӑмӑкӗ тата амӑшӗ килнӗ. Вӗсен ялти пӳртне те кӑтартрӗҫ: пӗчӗк, кивӗ йывӑҫ пӳрт, хуралтисем те кивӗ. Анчах сысна та мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытаҫҫӗ. Надя вӗсене ачана ашшӗпе тата асламӑшӗпе усрани пирки каланӑ пулать.
Ярослав шӑпине, вӑл кампа пурӑнассине суд татса парӗ.
Раҫҫейре чи лайӑх терапевтсен танлаштарӑмне пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта пирӗн 9 ентеш кӗнӗ.
Танлаштарӑма пӗтӗмпе Раҫҫейри чи лайӑх 500 терапевт кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче Хулари клиника центрӗнче ӗҫлекен Наталия Казакова пур. Вӑл ку ӗҫре — 21 ҫул.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче вӑй хуракан Алена Шабалина, Хулари клиника центрӗн терапевчӗ Екатерина Лявкина, Хулари 7-мӗш пульница ӗҫченӗ Владимир Васильев, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗ Евгения Семенова, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин терапевчӗ Гелюся Феизова, Хулари клиника центрӗн врачӗ Олеся Ильина, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин ӗҫченӗ Любовь Леонтьева та ТОП-500 Раҫҫейри танлаштарӑма кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |